Камчатка Ен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Камчатка Ен
Камчатский край  

Камчатка Енӗн ялавӗ Камчатка Енӗн гербӗ
Тĕп хули Петропавловск-Камчаткăри
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

10

464 275 км²

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

79

288 730 çын çын патнелле (2023)
0,62 çын çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Инçет-Тухăç федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Инçет-Тухăç экономика районĕ
Регион номерĕ 41
Патшалăх чĕлхисем Вырăс чĕлхи, коряк чĕлхи
Губернатор Солодов Владимир Викторович
Саккун кăларакан канашĕн председателĕ Унтилова Ирина Леонидовна
Гимн Камчатка Енĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ Камчатка вăхăчĕ

Камчатка Ен (Камчатка, выр. Камчатский край) — Раççей тухăç енче вырнаçнă Федераци субъекчĕ[1]. Инçет-Тухăç федераци тăрăхне кĕрет, Инçет Тухăç экономика районĕн пайĕ.

Администраци центрĕПетропавловск-Камчаткăри.

2007 çулхи утă, 1-мĕшĕнче, Камчатка облаçĕ тата Коряк автономи тăрăхĕ пĕрлешĕвĕ çинчен референдум çавна пул, Камчатка Ен йĕркеленнĕ[2].

Çурçĕр-хĕвеланăç енче Магадан облаçĕ, çурçĕр енче Чукотка автономи тăрăхĕ, кăнтăр енче (Пĕрремĕш Курил пырĕ урлă) Сахалин облаçĕ РФ-н субъечĕсемпе чикĕленет.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сенкер кӳллисем

Камчатка Ен Камчатка çурутравĕнче, Карагин утравĕнче тата Командор утравĕсенче вырнаçнă.

Ен патĕнче хĕвелтухăçран Беринг тинĕсĕ (2000 км ытла ҫыран вӑрӑмӑшӗ), хĕвеланăçран Охот тинĕсĕ (2000 км ҫыран вӑрӑмӑшӗ) пур.

Камчатка Енĕн территорийĕнче 14 100 юханшывсем юхаççĕ. Вĕсенчен чи пысăксем: Камчатка (758 км вăрăмăш), Пенжина (713 км), Куюл-Таловка (458 км), Вывенка (395 км), Пахача (293 км), Апука (296 км), Укэлаят (288 км).

Кӳлĕсем: Таловка кӳлли (44 км²), Палана кӳлли (28 км²).

Кроноцки сопки

Камчатка Ен 12-сехет зонинче вырнаçнă, Камчатка вăхăчĕ ятлă. Тĕнчери координациленĕ вăхăчĕпе UTC тĕрлĕлĕх +12:00 тăрать. Раççей Федерацийĕн тĕпхулипе Мускавпа тĕрлĕлĕх — 9 сехет.

Территорипе Камчатка Ен Папуа — Çĕнĕ Гвиней е Камерун пекех.

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чуллă ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш çынсен кунта кайлакан коряксем, айнусем тата итĕлменсем пулнă. XIX ĕмĕрте кунта эвенсем çитнĕ.

Авалхи лару-тăрусен раскопкисем, хăш Анадырь районĕн территориĕнчи пулнă, кунта кĕçĕн палеолит вăхăчĕнчен пуçласа çынсем пулнă.

Нумай мар халăхсем-ăрусем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни е сунарни тунă.

XVII ĕмĕрте Раççей империйĕн саралакансем кунта чи пĕрремĕш ял-хула тунă — Петропавловск-Камчатский.

1697 çулта Камчаткăра пĕрремĕш вырăссем (казаксем) çитнĕ, сăмахран якут казакĕ Атласов, унăн казаксем ясак усрани валли острог тунă, Аушин ительмен пурăнан вырăнĕ юнашар[3].

Яланхи вырăс халăхĕ кунта 1730 çул патне пурăнать, тата вĕсем нумай-йышлĕ мар пулнă та вырăнти халăхсемпе (ительменсемпе) хальхи гео-этнонимре пĕрлешнĕ — камчадалсем. XX ĕмĕр патне Камчаткăра пĕрлешнĕ çуралнипе (вырăс-ительмен) 3600 çын пулнă, тата вăл пĕр этнографиллĕ ушкăн пекех, пĕр культурăпа та вырăс чĕлхипе калаçнипе[4].

2007 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Камчатка облаçĕнче тата Коряк автономиллĕ тăрăхĕнче пĕрлешĕес пирки референдум ирттернĕ. Çапла ĕнтĕ, Камчатка Енĕ йĕркеленнĕ.

Халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Росстатпа Камчатка Енте 288 730 çын пурăнать, вĕсенчен 56,45% Петропавловск-Камчаткăри пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 0,62 çын/км2. Хула халăхĕ — 78,98%.

Администраци пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Камчатка Ен уставĕпе тата «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» саккунĕпе Ен малалла администраци-территори виçисенче пайланать: 3 хула ен пăхăнăвĕпе, 11 район (4 Коряк тăрăхĕ)[5][6].

Хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Статья 65. Конституция Российской Федерации. КонсультантПлюс. Тĕрĕсленĕ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2019.
  2. ^ Федеральный конституционный закон от 12 июля 2006 года N 2-ФКЗ, Москва Об образовании в составе Российской Федерации нового субъекта Российской Федерации в результате объединения Камчатской области и Корякского автономного округа (2006-07-15). Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
  3. ^ Атласов Владимир Васильевич // 100 великих путешественников / Сост. И. А. Муромов. — М.: Вече, 2000
  4. ^ Çурçĕр вырăнти халăхĕсем
  5. ^ Закон Камчатского края от 29 апреля 2008 года №46 «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» (с изменениями на 1 июня.2017). Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
  6. ^ УСТАВ КАМЧАТСКОГО КРАЯ (с изменениями на 21 декабря 2017 года), Устав Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141, Закон Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141. docs.cntd.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
  7. ^ 1, 2, 3 тата 4 Коряк тăрăхĕ шутне кĕрет

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]